Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче вӑйлӑ ҫил ҫурт тӑррисене сӳни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе Улатӑра оперативлӑ ушкӑн ҫитнӗ.
Ятарлӑ комисси вӑйлӑ ҫил кӳнӗ тӑкака шутланӑ. Уйрӑмах нумай хваттерлӗ икӗ ҫурт шар курнӑ. Малтанах комисси «Стрелка» микрорайонти 37-мӗш ҫурт умӗнче чарӑннӑ. Унта тӑкак 370 пин тенкӗпе танлашнӑ. Ҫил ҫурт тӑррин 300 тӑваткал метрне сиенлетнӗ. Халӗ специалистсем ӑна юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ материал витеҫҫӗ.
Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫурт та самай сиенленнӗ. Ӑна 10 ҫул каялла кӑна хӑпартнӑ. Тӑрӑран нимӗн те юлманпа пӗрех. Хальлӗхе хваттерсене ҫумӑр анасран витнӗ-ха, тӗп ӗҫе специалистсем ыран пуҫӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ.
Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ.
Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ.
Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн.
Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.
Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.
Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.
ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр районӗнчи пӗр шкулта вӗрентекен ачана хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах пирки пӗлсен педагога ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑннипе, ҫав вӗрентекенӗн педгогика пӗлӗвӗ пулман та. Раҫҫей Геройӗ Н.М.Бударин летчик-космонавт ячӗллӗ шкул директорӗ ӑна ҫавах ӗҫе илнӗ. Хайхискер, физика предметне вӗрентекенскер, урок вӑхӑтӗнче пӗр класс ачине хӗненӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Ачана ҫапнине пӗлсен директор педагога ӗҫрен кӑларнӑ. Прокуратура ыйтнипе шкул ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Вӗрентекен тӗлӗшпе те административлӑ протокол ҫырнӑ, ӑна та 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки Ф Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2015-2016 ҫулсенче пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн администрацине пӗр ялта пурӑнакан хӗрарамӑн пиччӗшне тата унӑн ывӑлне газ котельнӑйне ӗҫе илнӗ. Анчах ку – хут ҫинче кӑна, чӑннипе вара лешсем ӗҫлемен те.
Ҫапла майпа ҫав ҫынсене ӗҫ укҫи тӳленӗ, кунсӑр пуҫне хысна мар фондсене укҫа куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара Атрать ял тӑрӑхӗн администрацине 130 пин тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ.
Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи тӑлӑх ачасен тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисен йышӗнчи икӗ ҫамрӑка паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫав пӳртсене ҫутҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, унта санузел, сивӗ тата вӗри шыв пур. Кун пирки район администрацийӗн сайчӗ хыпарлать.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ йӗкӗте ҫурт уҫҫине Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.М. Марочкин та опекӑпа попечительлӗхӗн йӗркелӳ пайӗн эксперт специалисчӗ Л.В. Иванова тыттарнӑ. Тӳре-шара ҫамрӑксене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ ятпа саламланӑ май ҫакӑ малашнехи кун-ҫула йӗркелеме, ҫемье ҫӑвӑрса телейлӗ пурӑнма тулли май панине палӑртнӑ.
Каласа хӑвармалла, каччӑсене ҫурт-йӗрпе «Пурӑнмалли вырӑн уйӑрасси» саккуна пурнӑҫа кӗртнӗ май тивӗҫтернӗ.
2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа амӑшӗн капиталне Патшалӑх услугисен порталӗнче харпӑр кабинетра электронлӑ информаци евӗр илме май пур. Чӑваш Енре те ку документа ҫакӑн пек майпа илме пуҫланӑ. Хальлӗхе ҫакна кашни ҫын хӑйӗн ирӗкӗпе пурнӑҫлама пултарать.
Документа пенси фончӗн сайтӗнче харпӑр кабинетра хатӗрлемелле. Тӳре-шара кунашкал мелӗн икӗ паха ен пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – пенси фондне каймалла мар, иккӗмӗшӗ – документ ҫухалмасть, лӳчӗркенмест.
Ҫак мелпе Чӑваш Енре чи малтан Улатӑр районӗнчи Григорьевсен ҫемйи усӑ курнӑ. Аса илтерер: амӑшӗн капиталӗ халӗ 453 пин те 26 тенкӗпе таншалать. Унпа ҫурт туянма, ачасене вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлансене сиплеме, амӑшӗн пухӑнакан пенсине хывма ирӗк параҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехет те 53 минутра Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм икӗ ҫурта тӗп тунӑ, вӗсенчен кӗл купи ҫеҫ юлнӑ.
Икӗ ҫемье, Лубашкинсемпе Березкинсем, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анна Березкина ялти шкулта ачасене биологипе хими предмечӗсене вӗрентет, Валентина Лубашкина – кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ.
Пушар тухнӑ чухне Березкинсем ҫывӑрнӑ. Чи малтан хунямӑшӗ вӑраннӑ, ҫулӑм пиче патне пынӑран вӗри туйнӑ. Пӳртре 6 ҫын ҫывӑрнӑ. Вӗсем документсене тата ноутбука илме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ.
Березкинсем Лубашкинсем патне шакканӑ. Лешсем йӑлара уса курмалли хӑш-пӗр техникӑна тата документсене ҫеҫ илнӗ, часрах ҫунакан пӳртрен чупса тухнӑ. Икӗ кил хуҫалӑхӗнче те выльӑх-чӗрлӗх ҫунса вилнӗ.
Ҫемьесен халӗ нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӗсене япаласем кирлӗ: арҫынпа хӗрарӑм тумӗсем, эмелсем, ҫӑвӑнмалли хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ. Укҫан пулӑшсан та лайӑх.
Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин Етӗрне районӗнчи уйрӑмӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Районӑн тӗп полицейскийӗн тивӗҫӗсене малашне Василий Белов пурнӑҫласа пырӗ. Кун пирки «Ӗҫ ялавӗ» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Василий Геннадьевич ҫак таранччен Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗмӗрлери муниципалитетсен хушшинчи уйрӑмӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Хӑй вара Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, авланнӑ, икӗ ача ашшӗ.
Районти полици ӗҫченӗсене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех Василий Белова район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, район прокурорӗ Юрий Фуражников тата Етӗрнери районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Яковлев малашнехи ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекен тӳре-шарана чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Сумлӑ писока лекнисен шутӗнче виҫӗ муниципалитетӑн: улатӑрсен, канашсен, пӑрачкавсен — пуҫлӑхӗсем пур. Патшалӑх наградине тивӗҫнисенчен Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева тата Канаш райадминистраци пуҫлӑхне Владимир Степанова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ. Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая «За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн) паллӑна тивӗҫнӗ.
Юлашкинчен каланӑ палла Вӑрнар, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче ӗҫлекен хӑш-пӗр тӳре-шарана та пама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |